Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрача килтен тухса кайнӑ. Ӑна шырама пуҫланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗрача тупӑннӑ. Паян ӑна Шупашкарта шыраса тупнӑ. Софьйӑна следователь патне илсе ҫитернӗ.
Софья Савельева 13 ҫулта. Следовательсем каланӑ тӑрӑх, хӗрача килтен хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ, ятарласа таврӑнман. Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар ГЭСне мина хуни пирки нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле пӗлтернӗ. Кун пирки 112 номерпе шӑнкӑравласа хыпарланӑ.
Ятарлӑ службӑсем гидроэлектростанцие тӗрӗсленӗ. Унта мина хуманни ҫиеле тухнӑ – нимӗн те тупман. Шӑнкӑрав суя пулнӑ.
Ҫак хыпара кам пӗлтернине ҫийӗнчех шыраса тупнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын пулнӑ. Вӑл мина хуни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ чухне ӳсӗр пулнӑ-мӗн.
Шупашкарта кӳрсе килнӗ 4 троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Тепӗр тӑваттӑшӗ ҫак эрне вӗҫӗччен ҫула тухӗҫ. Ҫапла шантарать ЧР Транспорт министерстви.
Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр иккӗшӗ – 18-мӗш тата 21-мӗш маршрутсем ҫинче.
Шупашкарти троллейбус управленине панӑ тепӗр тӑватӑ троллейбус обкатка тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗри ҫӗмӗрӗлсе те ӗлкӗрнӗ.
Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта 54-мӗш маршрут ҫине тухӗ. Палӑртмалла: Чаваш Ене 68 троллейбусран 31-шӗ килнӗ. Тепӗр 37-шӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫитмелле.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсене 900 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
64-ри арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, такам арҫыннӑн харпӑр счетӑн электрон хӳтӗлевне ҫӗмӗрнӗ, ун ячӗпе 1 миллион тенкӗ кредит илнӗ имӗш.
«Банк ӗҫченӗ» пулӑшма шантарнӑ. Арҫын вӑл каласа пынине пурнӑҫласа малтан 100 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан банкран кредит илме заявка ҫырнӑ. Кивҫене ӑна панӑ. Вӑл ӑна илсе пӗчӗкшерӗн ҫав хӗрарӑм кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарма тытӑннӑ. Юлашкинчен лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, ун патне шӑнкӑрав кайман.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра шӑнса кӳтнӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсене патрулировани маршрутне тӗрӗслеме тухнӑ ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Арҫынсем ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем шӑнса кӳтнипе хӑйсем тӗллӗн утайман. Пакунлисем вырӑна васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем вӗсене Шупашкарти наркологи диспансерне илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрле вара Куславкка районӗнчи ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «ГАЗель» водительне пулӑшнӑ. Унӑн М-7 ҫул ҫинче кардана ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Пакунлисем ӑна машинӑна юсма пулӑшнӑ. Унтан ӑна автозапавка таран ӑсатса янӑ.
Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисене стационарта сиплеме пӑрахӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, унчченхи ӗҫ режимӗ патне таврӑннӑ май пульница малтанхилле ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки паян иртнӗ кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн ларура республикӑн сывлӑх сыхлав ӗҫ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
«Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе Шупашкар район пульницине вырттарассине паян вӗҫлӗпӗр», — тенӗ вӑл.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнма маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Канашри тӗп район пульницинче, Вӑрнар районӗнчи пульницӑра пӑрахнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 14 медицина организацийӗнчее кӑшӑлвируслисем валли 2400 ытларах койка пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан вӑйӑ выляса укҫа ҫухатнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче палламан ҫынна 3 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хайхискер вӑййа ытларах аталантарма шантарнӑ.
26-ри хӗр полицие ҫитсе йӑлтах каласа панӑ. Вӑл вӑйӑ выляса пуҫне ҫухатнӑ, вӑййа хӑвӑртлатас тесе шутланӑ. Кун валли вара баллсем пухмалла имӗш. Вӗсене вара вӑйӑн официаллӑ сайтӗнче сутнӑ.
Хӗр форум-сообществӑна кӗнӗ. Унта ӑна йӳнӗпе балл илме сӗннӗ. Палламан ҫын суммине каланӑ, ӑна куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫа куҫсанах палламан ҫын хӗре блокировка тунӑ, ку ун патне тек ҫырайман.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ.
2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ҫитес вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӑл ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ.
Штат режимне куҫиччен, пациентсене йышӑнма тытӑниччен пульницӑра дезинфекци тӑвӗҫ. Палӑртмалла: вӑл пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем валли 425 койка хатӗрленӗ. Чирлисене 500 ытла медик сипленӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗн тӗп пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Чӑваш Енри икӗ полицейские ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑшӑн медальпе чысланӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче полици прапорщикӗ Артем Петров патруль вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнче хваттер ҫунни пирки хыпар илнӗ. Хуҫи сас паман.
Ҫӑлавҫӑсем картлашка тунӑ вӑхӑтра хваттер хуҫин амӑшӗ ҫитнӗ те алӑка уҫнӑ. Артем Петров вӑхӑта ҫухатаман – ҫунакан хваттере кӗрсе арҫынна коридора кӑларнӑ. Лешӗ утайман та.
Пӗлтӗр ака уйӑхӗнче полици лейтенанчӗ Владимир Паргеев ҫӑлавҫӑсем пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерти пушартан ҫынсене эвакуациленӗ. Вӑл чӳречерен кӗрсе виҫӗ хӗрачана урама кӑларнӑ. Ачасем хваттерте пӗчченех пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |